Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ырантан "Авалхи хӗлӗх сасси" янӑрама пуҫлать

Премьерӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе хатӗрленӗ. Чӑвашсен пуян йӑли-йӗрки, юрри-ташши паянхи кураканшӑн кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ концерт-спектакле лартакансем. 

Аваллӑха вӑратма пуян еткере ламран-лама куҫарса пырас, ҫамрӑксене йӑх-несӗлсен йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарас тӗллев хистенӗ. Спектакль-концерта сцена ҫине кӑларассипе пысӑк йыш тӑрӑшнӑ. Хореографӗ - Мускавран, Николай Андросов. Композиторӗ - Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Николай Казаков, тум-тир художникӗ - Екатерина Тонюшкина. Юрӑ-ташӑ, йӑла-йӗрке илемне куракан патне илсе ҫитерекенӗсем - "Ҫавал" ансамбль, Анастасия Батюкова тата "Nota G" ташӑ ушкӑнӗ. 

Сурхури, Хӗр сӑри, Пир ҫапни, Туй, Ҫӑварни йӑли-йӗркисене кӑтартаҫҫӗ артистсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗллӗ ҫи-пуҫ Чӑваш халӑх юррисем кунта ҫӗнӗлле янӑраҫҫӗ. 

Сӑмах май, Даниил Данилов концерт валли хӑш-пӗр музыка инструментне те хӑйех ӑсталанӑ. Ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫамрӑксем пурри хавхалантарать, тет Николай Казаков. 

Куракансем шӑпӑр, шӑхлич, кӗсле, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан сассипе киленме пултараҫҫӗ. 

"Авалхи хӗлӗх сасси" концерт-спектакле хатӗрлеме Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнӑ. Шкул ачисемпе студентсемшӗн, чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашас текенсемшӗн вӑл хӑйне евӗр вӗренӳ программи пулӗ. 

Екатерина Фомина, Надежда Андреева, Вадим Владимиров