Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑх

Республика ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗпе концерт учрежденийӗн тилхепине малашне Максим Матросов тытса пырӗ.

Унчченхи директор Николай Казаков 20 ҫул ытла пӗрле ӗҫленисене тав турӗ. Вӑл филармоние 1999-мӗш ҫулта килнӗ. Икӗ ҫул илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан ӑна директор пуканне шанса панӑ. Паллӑ композитор малашне те филармонирех юлӗ. Вӑл кунти пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн яваплӑ пулӗ. Курӑмлӑ ҫӗнӗлӗх - филармоние регионти туризмпа культура программисен дирекцийӗпе пӗрлештерни. Сӑмах май, унччен ӑна Максим Матросов ертсе пынӑ. Пухӑннисем ку пулӑма ырларӗҫ. Унччен концертсем йӗркелессине, куракансемпе ӗҫлессине артистсем хӑйсем пурнӑҫланӑ пулсан, малашне ку енӗпе ятарлӑ менеджерсем тӑрӑшӗҫ. Ӗҫсем ӑнса пырсан филармони сцени ҫинче кӗҫех тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсене курма пулӗ. Регионсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытас тӗллевлӗ. 

 

Леонид Петров, Михаил Солин