Чӑваш патшалӑх филармонине ҫитес 2 уйӑхра юсаса пӗтермелле

Реконструкци графикпе килӗшӳллӗн "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.

Паянхи куна филармони умӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатнӑ: бетон янӑ, ҫӗнӗ тротуар тунӑ, ҫуртӑн никӗсӗпе тӗрев стенисене юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫурт ҫамкине гранит плитасемпе тата витражпа илемлетнӗ, стенасене ӑшӑтнӑ. Халӗ шалти ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Штукатуркӑпа ытти вак-тӗвек ӗҫсемсӗр пуҫне лифт вырнаҫтараҫҫӗ, сценӑн механикине ҫӗнетеҫҫӗ. Залра хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ ҫӳллӗ шайри концертсем йӗркелеме май парӗ. 

 

Алексей Енейкин