Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трера халалласа наци театрӗсен фестивалӗ иртет

4 куна пынӑ пултарулӑх уявӗ паян вӗҫленет. Пурӗ унта тӗрлӗ регионти 4 ушкӑн спектакльсем кӑтартать. 

Кӑҫалхи фестивалӗн ҫӗнӗлӗхӗ - унӑн ячӗ улшӑнни. Вӑл малашне "СеспельФЕСТ" ятпа иртет. Ҫакӑ ахальтен мар. Паллах, форумӑн программине те ҫӗнетсе пуянлатнӑ. 

"СеспельФЕСТӑн" программине, тӗпрен илсен, ҫамрӑк куракансем валли йӗркеленӗ. Спектакльсене пурне те "Пушкин карттипе" курма пулать. Репертуарта - вырӑс классикӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ постановкӑсем. Фестивалӗн пӗрремӗш кунхине Мари Республикинчи ҫамрӑксен театрӗ Иван Гончаровӑн "Обломов. Теперь или никогда" романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль пулнӑ. Шкул программинчи ку тата ытти произведение сцена ҫинче курма уйрӑмах кӑсӑклӑ. 

Фестивальте ҫавӑн пекех Николай Гоголӗн "Мертвые души", Федор Достоевскийӗн "Кроткая" драмисене кӑтартнӑ. Паян вара Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Александр Островскийӗн "Гроза" спектакльне тӳресем умне кӑларӗҫ. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов