Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче "Атӑл юмахӗ" фестивале хатӗрленеҫҫӗ

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта регионсем хушшинчи ҫамрӑксен наци театрӗсен "Атӑл юмахӗ" фестивалӗ 6-мӗш хут хӑйӗн чаршавне уҫать. Коронавирус сарӑлнине пула хӑш-пӗр коллектив унта инҫет мелӗпе хутшӑнать. 

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ фестиваль тӗлне ятарласа ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ. Александр Пӑртта пьесипе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ "Ҫил ҫинчи ҫамрӑклӑх" премьера чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ.

-Иккӗн-виҫҫӗн е ушкӑнпа пухӑнса пӗр ҫынна хӑйсен шухӑшне йышӑнма хистесе сӑмахпа е вӑйпа тапӑнни паянхи кунӑн ҫивӗч ыйтӑвӗ. Унӑн хуравне кураканпа пӗрле шырани хальхи вӑхӑтра тем пек кирлӗ, - тет Дмитрий Петров.