Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн 88-мӗш сезонне вӗҫлерӗ

Артистсем сезона Владислав Николаев пьесипе Дмитрий Михайлов лартнӑ "Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ" спектакльпе хупрӗҫ.

88-мӗш сезон театршӑн пуян та тӗрлӗ енлӗ, тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртрӗ: ачасемпе яш-кӗрӗм валли те, ҫитӗннисем валли те спектакльсем ҫине-ҫине сцена ҫине тухрӗҫ, тӗрлӗ уявсемпе тӗлпулусене те куракансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫра Республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов артистсене дипломсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗ. Валентина Суриковӑпа Лидия Красова Чӑваш халӑх артисчӗсем, Раиса Полякова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, тӑван театр ӳнерне аталантарма уйрӑм тӳпе хывнӑшӑн Союзӑн медальне тивӗҫрӗҫ. 89-мӗш сезон та иртнинчен кая пулмӗ: ҫуллахи гастрольсем хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗ куракансене ҫӗнӗ премьерӑсемпе, проектсемпе савӑнтарма хатӗрленет. 

 

Марина Карягина, Николай Семёнов