Ҫак кунсенче вӑл театрӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ. Борис Манджиев Шупашкарта пӗрремӗш хут мар. Вӑл пирӗн республикӑра иртекен тӗрлӗ конкурса хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑнма пултарнӑ. Халӗ унӑн хайӗн пултарулӑхне анлӑрах кӑтартма май пулӗ. Артистсемпе пӗрле текстпа паллашнӑ чухне Борис Манджиев чӑвашсен йӑли-йӗркипе те паллашрӗ. Ӑна, сӑмахран, тин ҫуралнӑ ачана икӗ ят пани, ҫапла майпа усал-тӗселтен упрани кӑсӑклантарчӗ.
Надежда Александрова, Николай Семенов