Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ ҫак кунсенче Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче гастрольпе пулнӑ

Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Димитровград хулинче пурӑнакан ентешсене Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ "Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем" спектакльпе паллаштарнӑ.

Ятарлӑ  программӑпа килӗшӳллӗн  ҫак кунсенче пирӗн республикӑри куракансем те Чӗмпӗр артисчӗсен пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗҫ. Вӗсем  "Анна Каренина" спектакль тата ача-пӑча валли юмах илсе килӗҫ.  Ытти региона тухса ҫӳренипе пӗрлех  сцена ӑстисем тӑван тӑрӑхри район-хуласенче те пулаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вара чӑваш артисчӗсем Тутар тата Самар тӑрӑхӗсене гастрольпе тухса кайӗҫ.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова.