Ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн ҫак кунсенче пирӗн республикӑри куракансем те Чӗмпӗр артисчӗсен пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗҫ. Вӗсем "Анна Каренина" спектакль тата ача-пӑча валли юмах илсе килӗҫ. Ытти региона тухса ҫӳренипе пӗрлех сцена ӑстисем тӑван тӑрӑхри район-хуласенче те пулаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вара чӑваш артисчӗсем Тутар тата Самар тӑрӑхӗсене гастрольпе тухса кайӗҫ.
Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова.