Николай Гордеевпа пӗрле Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем хӑйсен гимне юрлаҫҫӗ. Юрӑ тупа пек янӑрать: сцена ӳнерӗ умӗнче панӑ сӑмаха вӗсем яланах тивӗҫлӗн пурнӑҫланӑ. Чылай ҫул пӗрле ӗҫленӗ, 49 ҫултах пиртен уйрӑлса кайнӑ Николай Гордеев ҫинчен каламалли пурин те нумай.
Театр ҫирӗп тытса пыракан сӑваплӑ йӑлана, пурнӑҫран уйрӑлнӑ артистсене асилсе асӑнас тесе тӑтӑш ирттерекен каҫсене, куракансем те, тӗрлӗ ӑрури ӗҫтешӗсем те яланах ырласа йышӑнаҫҫӗ, хапӑлласа пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Асра юлмалла калӑплатчӗ Николай хӑйӗн сӑнарӗсене. "Неаполь - миллионерсен хули" диплом спектаклӗнчен пуҫласа вӗри юнлӑ актёр чылай хайлавра куракан чун-чӗрине тыткӑнланӑ, юрри-ташшипе килентернӗ, театр историне ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлнӑ.
Николай Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл шкулта вӗреннӗ чухне Гордеевсен ҫемйи Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. 1983-мӗш ҫултанпа пӗр пысӑк тапхӑр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна Ҫамрӑксен театрне чӗнсе илнӗ. Борис Чиндыков пьесипе лартнӑ "Урасмет" спектакльте те вылянӑ вӑл унта.
Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Николай Гордеев мӑшӑрӗпе пӗрле эстрадӑна тухрӗ. Вӗсен юррисене, уйрӑмах Арсений Тарасов ҫырнисене, халӑх килӗштерсе йышӑнчӗ.
Унӑн хӑйӗн репертуарӗнче вара чӑваш поэзине ӗмӗрлӗх ылтӑн сас паллипе ҫырӑнса юлнӑ нумай сӑвӑччӗ. Вӑл вулакан хайлавсем пирӗн телевидени архивӗнче те пур.
Марина Карягина, Денис Афанасьев








