Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине ҫӗнӗ спектакль тухрӗ

Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен паттӑрлӑхне халалланӑ.

"Инкеклӗ телее" лартнӑ Валерий Яковлев та, унта вылякан артистсем те ҫак спектакле сцена ҫине кӑларассине вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче терт курнӑ тӑванӗсем умӗнчи тивӗҫ тесе шутлаҫҫӗ: ҫав тискер вӑхӑт инкекӗ пырса кӗмен кил юлман. Сюжета хивре явнӑ. Спектакльти пулӑмсем ӗнентерӳллӗ, пурнӑҫа ҫывӑх. Нумай пулмасть ҫемье ҫавӑрнӑ Аркадие 1938-мӗш ҫулта ҫара илеҫҫӗ. Вӑрҫӑ тухиччен ун патне Брест хулине савнӑ арӑмӗ, ача амӑшӗ пулма ӗлкӗрнӗскер, килсе каять. Унта пӗр-пӗринсӗр пурӑнма пултарайман мӑшӑрӑн тепӗр тӗпренчӗкӗ тӗвӗленет.

 


Марина Карягина, Владимир Синдеев