Александр Куракова пӗрре курсанах ҫапла шутлатӑн: ку ҫын артист пулсах ҫуралнӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Сӑкӑтран республика ятне ҫӗкленӗ чылай чаплӑ ывӑл-хӗр тухнӑ. Александр та пултаруллӑ йыш хушшинче, шкулти тата ялти культура ҫуртӗнчи драма кружокӗнче выляса ӳснӗ.
Вӑл вӑтам шкул пӗтернӗ чухне, 1978-мӗш ҫулта, Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищине чӑваш ачисене илесси ҫинчен пӗлтерӳ вуламан пулсан, Александр пӗр иккӗленмесӗр тракториста вӗренме кайнӑ пулӗччӗ, анчах шӑпи ӑна тепӗр 23 пултаруллӑ ҫамрӑкпа пӗрле ҫӗршывӑн тӗп хулине, унтан тӑван театра илсе ҫитерет. "Йыхӑрать тӑван Сицили" диплом спектаклӗнчи Дон Николо Никорези ролӗнчен пуҫланнӑ пултарулӑх ҫулӗ. Паянхи куракан ӑна камитсенче курма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа ӑна "кулӑш патши" теҫҫӗ.
Мускавра пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсенчен чылайӑшӗ - халь те сцена ҫинче. "Саша - питӗ талантлӑ партнёр, унпа выляс та выляс килет" теҫҫӗ. Паллах, артист кашни сӑнара чун-чӗре хӑватне хывать. Апла пулин те пурин те чи кӑмӑлланӑ роль пур. Александр Николаевич ҫавӑн пеккисен ретӗнче 1991-мӗш ҫулта карачай драматургӗ Билял Аппаев пьесипе лартнӑ "Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ" спектакльти Руслана асӑнать - куракансем ӑна нумай ҫул сцена ҫинчен яман.
Юбилей каҫӗнче халӑх юратакан сцена ӑсти "Ҫимӗк каҫӗ" камитре Макҫӑм ролӗпе тухрӗ. "Кураков пек артистсене пур режиссёр та хапӑлласах спектакле илет", - тет ҫак постановкӑна лартнӑ театрӑн тӗп режиссёрӗ, Наталия Сергеева.
Ҫывӑх вӑхӑтра Александр Кураков вылянине "Салампи", "Шӑпчӑк юрлать Питравччен" спектакльсенче курса киленме пулать.
Марина Карягина, Денис Афанасьев








