Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫа сӑнлакан ҫӗнӗ спектакль хатӗрлет

Ӑна лартаканӗ - СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Сумлӑ режиссер театр халӑхшӑн яланах уҫӑ пулмаллине калать. Ҫавӑнпа та куракансен умӗнчех репетицисем ирттерет.

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалласа кӑҫал кашни районтах тӗрлӗ видео ӳкереҫҫӗ, сценкӑсем лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ пахалӑхӗ режиссер ӑсталӑхӗнчен нумай килет. Ҫавӑнпа та Валерий Яковлев йӗркелекен уҫӑ репетицисем пултарулӑх ҫыннисемшӗн уйрӑмах паха. Ку хутӗнче залра Вӑрнар тӑрӑхӗнчен килнӗ культура ӗҫченӗсем пухӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех ытти кӑмӑл тӑвакан та пур. Сцена ҫинче вара Юлия Николаева хайлавӗ тӑрӑх хатӗрлекен "Инкеклӗ телей" спектакль пиҫсе пырать. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Евгений Данилов