Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене премьерӑна йыхравлать

Пултарулӑх ушкӑнӗ ыран сцена ҫине "Уйрӑлу каҫӗ" мюзикл кӑларма хатӗрленет. Спектакль пуян декораципе, юрӑ-ташӑпа, актерсен ӗнентерӳллӗ вӑййипе тӗлӗнтерме тивӗҫ.

Театрти мӗн-пур цехра юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Реквизиторсем те, ҫӗвӗҫсем те артистсене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сцена чаршав уҫӑлсанах куракансене тыткӑнламалла. Мюзикла валли 90 ытла тум ҫӗленӗ. Пӗтӗмпех паянхи куна тивӗҫтерекеннисем. Вӗсем тӗсӗпе те, фасонӗпе те питӗ расна. 

Валерий Яковлев мюзиклӑн режиссерӗ кӑна мар, авторӗ те, художникӗ те. Вера Панован "Проводы белых ночей" мелодрамине тӗпе хурса ӗҫленӗ вӑл, 7 сыпӑкне хӑй хушса ҫырнӑ. Спектакль паянхи пурнӑҫа сӑнлать. Пӗтӗмпех театр умӗнче - Хӗрлӗ тӳремре пулса иртет. 19 ҫулхи Нина Валерӑпа паллашать те ӑна юратса пӑрахать. Анчах та каччӑшӑн ку самантлӑх йӑпану кӑна пулнӑ иккен.Темле пулсан та ырри усала ҫӗнтеретех. 

Ҫӗршывшӑн йывӑр тапхӑрта та театр куракана савӑнӑҫ кӳме тивӗҫ, тесе шутлаҫҫӗ артистсем. Мюзикл пурин кӑмӑлне те ҫӗклессе шанаҫҫӗ, ыран 18 сехет те 30 минутра театрта кӗтеҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова, Леонид Петров