Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене ҫӗнӗ спектакле йыхравлать

Пултарулӑх ушкӑнӗ ыран сцена ҫине "Уйрӑлу каҫӗ" мюзикл кӑларать. Спектакль актерсен ӑсталӑхӗпе, декораципе тыткӑнлама тивӗҫ. Постановка ҫавӑн пекех юрӑ-ташӑпа пуян. 

Спектакле лартаканӗ - СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Вӑл мюзиклӑн режиссерӗ кӑна мар, авторӗпе художникӗ те. Постановка никӗсӗнче Вера Панован "Проводы белых ночей" мелодрами. Валерий Яковлев произведение анлӑлатнӑ, 7 сыпӑк хушса ҫырнӑ. Спектакль валли 90 ытла тум ҫӗленӗ. Вӗсем тӗсӗпе те, фасонӗпе те расна. Юрӑ-ташӑ кӑмӑллакансем валли те ҫӗнӗлӗх нумай.

Спектакль паянхи пурнӑҫа сӑнлать. Пӗтӗмпех театр умӗнче - Хӗрлӗ тӳремре пулса иртет. 19 ҫулхи Нина Валерӑпа паллашать те ӑна килӗштерсе пӑрахать. Каччӑшӑн вара вӑл самантлӑх йӑпану кӑна пулнӑ иккен. Ҫапах юрату ҫӗнтеретех. Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланать. 

 

Леонид Петров