Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хусанта иртнӗ тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен "Науруз" фестивальне хутшӑнчӗ 

Хусанта йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери "Науруз" театр фестивалӗ иртрӗ. Вӑл 16-мӗш хут тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен театрӗсене пуҫтарчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унта Наталия Сергеева режиссёр Михаил Сунтал пьесипе лартнӑ "Эп сӳннӗ чух - эс ҫун!" спектаклӗпе хутшӑнчӗ.

Хусан сцени ҫинче вылясси пирӗн артистсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: 105 ҫул каялла шӑпах ҫак хулара Иоаким Максимов-Кошкинский пуҫарнипе чӑваш театрӗ йӗркеленнӗ. Никита Бичуринӑн кун-ҫулӗнче те вӑл 18-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчех пысӑк вырӑн йышӑннӑ. "Хусан хули вӑл - ӑнтӑлу сӑпки", - тет "Эп сӳннӗ чух - эс ҫун!" спектакльти тӗп сӑнар. "Науруз" - тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен тӗнче шайӗнчи сумлӑ фестивалӗ, ҫавӑнпа та унта лекесси уйрӑм чыс. Ятарлӑ ушкӑн суйласа илекен спектакльсем паянхи театрсен шайне аван кӑтартаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ мар пулин те, сцена ӑстисем кунта пӗр-пӗрин аталанӑвне кураҫҫӗ, ҫапла майпа маҫтӑрлӑхне ӳстереҫҫӗ тесен те ытлашши мар. Фестивале хутшӑннӑ 29 театр хушшинче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Наталия Сергеева лартнӑ спектаклӗ халӑхӑмӑрӑн уйрӑм сӑн-сӑпачӗпе палӑрчӗ, тӗнче шайӗнче пысӑк сумпа чапа тивӗҫнӗ Никита Бичуринӑн пуян кун-ҫулӗпе паллаштарнипе асра юлчӗ.

 


Марина Карягина, Леонид Петров