Чӑваш академи драма театрӗ 105 ҫул ӗнтӗ тӑван ҫӗршывпа тата халӑхпа тачӑ ҫыхӑнура аталанать. Патшалӑх кун-ҫулӗнчен вӑл пӗрре те аякра юлман. Историри кашни пӗлтерӗшлӗ пулӑм театр пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫулталӑк ытла пыракан ятарлӑ ҫар операци те пултарулӑх ушкӑнне пӗрлештернӗ. Ентешсене пулӑшас тӗллевпех ыран "Инкеклӗ телей" спектакле сцена ҫине кӑлараҫҫӗ.
Ыр кӑмӑллӑх акцисене Чӑваш академи драма театрӗ тӑтӑшах хутшӑнать. Нумай пулмасть Раҫҫей халӑх фрончӗн "Пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳ валли" проекчӗпе салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑччӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри аталану фондне укҫа куҫарнӑ. Ку хутӗнче те куракансем ацине ырласа йышӑнасса шанаҫҫӗ артистсем. Театр кашни муниципалитета йыхрав ҫитернӗ. Ҫавӑнпа та зал тулли пуласса кӗтетпӗр, терӗҫ йӗркелӳҫӗсем.
Леонид Петров