Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ аслӑ класра вӗренекенсем хушшинче пултаруллӑ ачасем шырать

Халӑх хушшине тухса суйласа илнӗ ҫамрӑксене Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ института тепӗр ҫул Чӑваш Ен тӗллевлӗн ярса вӗрентесшӗн. Республикӑн кӑнтӑр енче пурӑнакан хӗрсемпе каччӑсене итлесе пӑхма паллӑ артистсемпе пӗрле пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитрӗ.

Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен чӑваш труппи юлашки хут 2002-мӗш ҫулта вӗренсе килнӗччӗ, ун хыҫҫӑн артистсене кунтах, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче хатӗрленӗ. Кӑҫал, 16-21 ҫулти яш-кӗрӗм телейне, Щукин ячӗллӗ театр институчӗпе килӗшӳ тума май килнӗ. Суйласа илнисене Мускав профессорӗсем килсе пултарулӑх шайне тӗрӗсличчен хамӑрӑннисем хатӗрленӳ курсӗнче ҫурма куҫӑмлӑ-ҫурма куҫӑмсӑр майпа вӗрентӗҫ. Артист пулма ӗмӗтленекенсен сӑвӑ, калав сыпӑкӗ пӑхмасӑр каламалла, юрласа кӑтартмалла.

Артистсем хӑйсене итлесе пӑхма килессе пӗлсе Патӑрьеле ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисем хушшинче пӗр каччӑ кӑна, ыттисем хӗрсем. Арсентий Иванов Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта пӗлӳ пухать, 10-мӗш класс пӗтернӗ. Хальччен унӑн тӗллевӗсем урӑхларах пулнӑ, малашне, тен, Мускавра театрпа кино артистне вӗренес ӗмӗт ҫӗнтерӗ те.

Вӗренме кӗрес текенсем 20 урлӑ каҫнӑ пулсан та темех мар, тулли вӑтам пӗлӳллӗ ҫеҫ пулмалла. Халь 10-11-мӗш классенче вӗренекен, чӑвашла калаҫакан ачасемшӗн ку чухах. Пур ҫӗрте те чи маттурри пулма хӑнӑхнӑ Ангелина Макарова, сӑмахран, 9 класс кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа вӑл Щукин ячӗллӗ института лекеймест, анчах хамӑрӑн культурӑпа ӳнер институчӗ ун пек пултаруллисене куҫ пек кӗтет.

Виктория Романова - Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӗрӗ. Вӑл пурне те хӑйне сцена ҫинче ирӗклӗ тытнипе, уҫӑ та туйӑмлӑ сассипе тыткӑнларӗ. 

"Мана ял-йыш мӗн пӗчӗкрен конкурссене ярса, хавхалантарса ӳстерчӗ", - тет 5 ҫултанпа сцена ҫинчен анман хӗр.

Конкурса килнӗ паллӑ артистсем ялсенче пултаруллӑ, ҫивӗч чӗлхеллӗ чӑваш ачисем ӳснишӗн савӑннине палӑртрӗҫ. Эппин, ҫитӗнекен ӑрура шанчӑк пур. Тепӗр 5 ҫултан Шупашкар сцени ҫине 12 ҫамрӑк артист килӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тӳлевсӗр хатӗрленӳ курсне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уҫать, ӑсталӑх сехечӗсем шӑматкунсерен иртӗҫ. Ҫулталӑкран Мускав суйласа илнисен вара Щукин ячӗллӗ институтра 4 ҫул вӗренмелле. Вӗсене общежитие вырнаҫтараҫҫӗ, республика уйӑхсерен стипенди тӳлӗ.

Марина Карягина, Игорь Ульянов