Владислав Николаевӑн ҫак мелодрами пӗлтӗр культура министерстви виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерекен пьесӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗччӗ. Ваттисен ҫуртӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ чун-чӗрене ҫӳҫентерет, никама та лӑпкӑ хӑвармасть.
Наталия Сергеева режиссёр пьесӑна та, унӑн ятне те хӑюллӑнах улӑштарнӑ. Куракан умне вара артистсем 777 калтапа 777 йӗпвӑрри вырӑнне 777 пирӗштипе тухрӗҫ.
Ваттисен ҫуртӗнче читлӗхе хупнӑ пек туйса пурӑнакан кинемисен савӑнӑҫӗ нумай мар: телевизор та ачисем килессе шанни. Кунта Лана ӗҫлеме килет те вӗсене чун ӑшшине парать: юрлакансен ушкӑнӗ йӗркелет, пусмаран пирӗшти тума вӗрентет. 777 пирӗшти ӑсталасан пурнӑҫра ырӑ улшӑну пуласса шанаҫҫӗ пурте. Сасартӑк упӑшки пӑрахса кайнине пула Лана хӑй те йывӑрлӑха кӗрсе ӳкет...
"Ҫапла вӑл пурнӑҫ: пӗри каять, тепри килет", - теҫҫӗ кинемисем тантӑшне юлашки ҫула ӑсатсан. 4 алӑкран тӑракан тӗп декораци куракана шухӑша ярать: пиртен кам пӗлет кун-ҫул вӗҫӗнче хӑй хӑшӗн патне пырса тухасса, хӑш алӑкран тухса каясса?..
"Ҫӑлӑнӑҫ - юратура (777 пирӗшти)" спектакле театрӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлсан, кӗркунне, кайса курма пулӗ.
Марина Карягина, Максим Жуков








