Чӑваш наци музейне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле сумлӑ курав йӗркеленӗ

Наци музейӗ яланах Шупашкарӑн хӑйне евӗрлӗ тӗлӗнтермӗш вырӑнӗ пулнӑ. Чӑваш халӑхне тӗплӗнрех пӗлес текенсем чи малтан унта ҫул тытаҫҫӗ.

Йӗркеленсе кайнӑранпа Наци музейӗн ятне темиҫе хут та улӑштарнӑ. Ятне кӑна мар, вырӑнне те. Кун пирки пухӑннисене учреждени директорӗ Ирина Меньшикова тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Музей ӗҫӗ кирек-хӑш саманара та халӑха кӑтартмалли пурлӑх пухассипе ҫыхӑннӑ. Ку енӗпе чи малтанхи тапхӑрта питӗ нумай вӑй хунӑ. Ҫакна юбилей тӗлне хатӗрленӗ курав та ҫирӗплетет.

 

Александр Осипов, Владимир Синдеев