Йӗркеленсе кайнӑранпа Наци музейӗн ятне темиҫе хут та улӑштарнӑ. Ятне кӑна мар, вырӑнне те. Кун пирки пухӑннисене учреждени директорӗ Ирина Меньшикова тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Музей ӗҫӗ кирек-хӑш саманара та халӑха кӑтартмалли пурлӑх пухассипе ҫыхӑннӑ. Ку енӗпе чи малтанхи тапхӑрта питӗ нумай вӑй хунӑ. Ҫакна юбилей тӗлне хатӗрленӗ курав та ҫирӗплетет.
Александр Осипов, Владимир Синдеев