Чӑваш наци музейӗнче "Мода кӗвви" курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Мода историкӗн Александр Васильевӑн коллекцийӗнчи экспозиципе хальччен тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем паллашнӑ. Чӑваш Енре йӗркеленӗ курава уҫма автор Шупашкара хӑй ҫитрӗ.

Ҫак кӗпесемпе эстрада юрӑҫисем халӑх умне тухнӑ - сцена ҫинче юрӑ шӑрантарнӑ е клип ӳкернӗ, уявсене ҫӳренӗ. Куракансене пултарулӑхӗпе кӑна мар, ҫи-пуҫӗпе те тыткӑнланӑ вӗсем. Сӑмах май, ҫак пурлӑх тӗнчипе паллӑ мода историкӗн Александр Васильевӑн коллекцийӗнчен. Унта ун 500 пине яхӑн экспонат, 18-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ паллӑ ҫынсен ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи артистсен тумтирӗ таранах упранать. 

 


Алёна Артёмкина, Владимир Смирнов