Чӑваш наци музейӗнче "Ӗмӗрсен ытарайми ахахӗ" наци костюмӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ пырать

Ҫавна май кунта тӑтӑшах тӗрлӗ курав, тӗл пулу, мастер-класс ирттереҫҫӗ. Музей чылай вӑхӑт хупӑ тӑнӑ хыҫҫӑн тинех алӑкне уҫрӗ.

Ку куравра тӗрлӗ тум курма пулать. Кӗпесем те хӑйне евӗр истори материалӗ пулма пултараҫҫӗ. Экспозици пуҫламӑшӗнчех хӑнасене шупӑр кӗтсе илет. Вӑл 18-мӗш ӗмӗртенпех упранать. Кунтах 19-мӗш тата 20-мӗш ӗмӗрсенчи тумсене те курма пулать. "Гардемарины 4 " фильмри патша майрин чаплӑ кӗпи 2-мӗш Екатерина тапхӑрне самантлӑх таврӑнма май парать. Шӑпах вӑл вӑхӑтра чӑвашсем Раҫҫей Патшалӑхӗн йышне кӗнӗ. Ҫак кӗпене Игорь Дадиани модельер ӑсталанӑ. Владислав Николаев кӗмӗл капӑрсем хатӗрленӗ.

 

Надежда Александрова, Ирина Ромадова, Виктор Степанов