Чӑваш наци музейӗнче 100 ҫулхи юбилей тӗлне ятарлӑ проект пуҫарнӑ

Унпа килӗшӳллӗн пӗр ӗмӗр упранакан экспонатсемпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсен хушшинче хӑйнеевӗрлӗ те паллӑ мар хатӗрсем пур. Вӗсем мӗн япали пулнине музея пыракансен пӗлмелле.

Чӑваш Наци музейӗнче ӗлӗкхи япаласене типтерлӗ упраҫҫӗ. Кунта пин-пин экспонат пур. 1921-мӗш ҫулта музей йӗркеленсенех тӗрлӗ хатӗр пухма пуҫланӑ. Ун чухнех ҫак пысӑк йывӑҫ чашӑка килсе панӑ. Сӑмах май, ҫакнашкал экспонат кунта пӗртен-пӗрре. Чашӑкӑн шӑпи пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Унпа хӑш енчи чӑвашсем хӑҫан тата мӗнле усӑ курнӑ - паллӑ мар. Кӑсӑклӑ хурав ҫыракан автора парне кӗтет. Вӑл Наци музейӗн ятарлӑ календарьне тивӗҫӗ. Курав тӳлевсӗр. 

 

Алена Артемкина, Дмитрий Макаров