Тӗрӗ музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем анлӑ вӗренӳ программи хатӗрленӗ. Виҫӗ уйӑхлӑх курса ҫӳрекенсем чӑваш халӑх ӳнерӗн историне тишкерӗҫ, ҫӗвӗсемпе эреш паллисене вулама хӑнӑхӗҫ, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ. Сехетсене шӑматкунсерен Любовь Вазюкова паллӑ тӗрӗ ӑсти ирттермелле. Шкула ватти-вӗтти ҫӳреме пултарать. Вӗренӳ тӳлевлӗ, анчах кирлӗ хатӗрсемпе йӑлтах музей тивӗҫтерет. Курса пӗтерекенсене сертификат параҫҫӗ.
Марина Карягина