Проект вӑй илсенех тӗпчевҫӗсем умӗнче тӗлӗнмелле вырӑнсем уҫӑлнӑ.
Наци музейӗнче ӗҫлекенсем ялсенчи пысӑках мар управӑшсене час-час тухса ҫӳреҫҫӗ, вырӑнти историе асра упракансемпе паллашаҫҫӗ. Клубсенче, библиотекӑсенче, этнографи кӗтесӗсенче упранакан, ниҫта шута илмен тупра та куҫ тӗлне пулать.
Хушӑран Наци музейӗнче те ҫук сайра тӗл пулакан, аваллӑхне кура паха шутланакан япаласем ал айне лекеҫҫӗ. Республикӑра ҫавӑн пек пуянлӑх пуррине пӗлсе тӑма, куравсем йӗркеленӗ чухне кирлӗ пулсан ыйтса илме те аван. Улатӑрти музей, сӑмахран, сӑмаварсен пуххипе паллӑ. Шупашкарти курава ҫак мул татах та пуянлатнӑ. Историшӗн хаклӑ шутланакан япаласем манӑҫа, пӑрахӑҫа ан тухчӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ специалистсем. Тӗрӗс упрамасан пач пӗтме те пултараҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа мӗн тупни ҫинчен информаци пухса ытларах ҫын курма пултаракан вырӑна лартасшӑн.
Унсӑр пуҫне вырӑнти йӑласем, уявсем те кӑсӑклантараҫҫӗ. Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта вырӑс хурӑнӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ялсенче шӳрпе пӗҫернӗ чухне кашнин рецепчӗ хӑйне евӗрлӗ. Ҫак уйрӑмлӑхсем те пӗлтерӗшлӗ.
Ӗҫӗ пӗр ҫуллӑх кӑна мар. Ҫавӑнпа харӑсах пӗтӗм республикипе тухса каяс темен. Хӑйсене пулӑшма хатӗррисемпе ҫыхӑну тытма музейра ӗҫлекенсем ятарлӑ чат уҫнӑ. Палӑртни пулса пырсан тӗпчевпе ытти тӑрӑха та ҫитес тӗллевлӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








