Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ

Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе министрсем, депутатсем ҫӗршыври 26 регионтан, Беларуҫрен, республикӑри районсемпе хуласенчен, Шупашкартан пуҫтарӑннӑ 240-е яхӑн депутат хутшӑнчӗҫ. 

Аслӑ Пухӑвӑн кун йӗркинче - икӗ тӗп ыйту: Чӑваш наци конгресӗн юлашки тапхӑрти ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетсе хак парасси тата малалла аталанмалли тӗллевсене палӑртасси. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев конгресс 29 ҫул хушшинче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсене пӗрлештерес, тӑван чӗлхепе культурӑна, йӑла-йӗркене упрас тӗлӗшпе чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине пӗлтерчӗ, чи хастаррисене уйрӑммӑн чысларӗ. Николай Угаслов, 2013-мӗш ҫултанпа Чӑваш наци конгресне ертсе пынӑ хастар, юлашки 4 ҫулта тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ. Халӑх йышне шута илекен ҫырав пынӑран пурне те ачисемпе мӑнукӗсене, тӑван-пӗтенне хӑйсене чӑваш тесе ҫыртармаллине ӑнлантарса памаллине асилтерчӗ. Ертӳҫӗ малашне ҫине тӑрса пурнӑҫламалли ҫивӗч ыйтусене те хускатрӗ. Ҫав шутра - наци кадрӗсене хатӗрлекен гуманитари шкулне ҫӗнӗрен уҫасси, Чӑваш журналистикине вӑйлӑлатасси, чӑвашла киносем ӳкерессине аталантарасси, хулари суту-илӳ лавккисен, транспорт чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӑван чӗлхепе ҫырасси тата ытти те. Конгреса ертсе пыма ҫӗнӗ президент суйларӗҫ. Ҫак яваплӑ ӗҫе кӳлӗнме Валерий Клементьева шанчӗҫ. 

Марина Карягина, Михаил Солин