Чӑваш литературин классикӗпе мӑнаҫланса 

Константин Иванов ҫуралса ӳснӗ Пелепей тӑрӑхӗнче поэт ҫут тӗнчене килнӗренпе 135 ҫул ҫитнине чаплӑн паллӑ турӗҫ. Нарспипе Сетнер ҫӗршывне Пушкӑртстанӑн тӗрлӗ районӗсенче пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, Тутарстанран, Чӗмпӗрпе Челябинскран, Мускавран сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн республикӑран уява ҫыравҫӑсемпе артистсен ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.

Пелепей хулин училищинче Константин Иванов 1902-1903-мӗш ҫулсенче, ҫулталӑк ытларах вӗреннӗ. Ҫак ҫурт ларакан урама чӑваш поэчӗн ятне панӑ. Уява пуҫтарӑннисем чи малтан "Нарспи" поэмӑн авторӗн барельефне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ. Ӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Кондрашкин скульптор хатӗрленӗ.

Пелепей тӑрӑхӗнче 13 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсен хӑйсен пӗрлешӗвӗ те пур, ӑна Раҫҫейри чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн пайташӗ Владимир Яковлев ертсе пырать.

Слакпуҫ - чӑваш тӗнчишӗн сӑваплӑ вырӑн. Ивановӑн музейӗ умӗнче хӑнасене тӑватӑ чӗлхепе саламласа ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Ку ҫурта 1906-мӗш ҫулта поэтӑн проекчӗпе хӑпартни кӑсӑклӑ - ун чухне Константин 16-ра кӑна пулнӑ. 17-ре вилӗмсӗр поэма ҫырма пултарнӑ сӑвӑҫӑн нумай енӗпе таланчӗ пулнине ҫирӗплетекен экспонатсем пур вӑл юлашки сывлӑшӗ тухиччен пурӑннӑ ҫуртра. Кунтах - "Чӑвашсен ҫӗнӗ букварӗ" валли вӑл алӑ вӗҫҫӗн хатӗрленӗ ҫырма вӗренмелли типтер, ӳкерчӗкӗсене те сӑвӑҫ хӑйех ӳкернӗ. 

Мухтавлӑ сӑвӑҫӑн вилтӑприпе палӑкӗ умне чечек ҫыххи хурасси те - кашни чӑвашшӑн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. "Нарспи" ят панӑ ҫӑлкуҫ - хӑй патне туртакан тепӗр таса ҫӗр. 

"Шӑнкӑртатса шыв юхать ҫӳллӗ валак пуҫӗнче" - кашни шкул ачи поэзи тӗнчине ҫак йӗркесемпе кӗрет. Кирек кам патне пырса ыйтсан та, пурте "Нарспи" поэмӑри ҫаврасене пӑхмасӑр калама пултараҫҫӗ.

Культура ҫуртӗнче "Сан ятупа мӑнаҫланатпӑр" ятпа юрӑ-сӑвӑ каҫӗ иртрӗ. Унта Пушкӑртстанпа Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем, халӑх поэчӗсемпе артисчӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Куракансем умне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектаклӗн ҫӗнетнӗ варианчӗпе тухрӗ.

Марина Карягина, Ксения Мирокиянц, Ханиф Сунагатуллин