Чӑваш кӗнеке издательствинче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ кӗнеке кун ҫути курчӗ

Ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пахаларӗҫ. Кӗнекене хаклама вулакансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Архиври документсемпе, хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясемпе, ваттисен аса илӗвӗсемпе усӑ курса кӑларнӑ кӗнеке ӳкерчӗксемпе пуян. Уйрӑм ҫынсен тата патшалӑхӑн архивӗсенче упранакан сӑн ӳкерчӗксем, схемӑсемпе карттӑсем кашни вулаканшӑн кӑсӑклӑ. Паха альбома хатӗрлеме 4 автор хутшӑннӑ: Евгений Касимов, Фёдор Козлов, Марина Широкова тата Олег Андреев истори наукисен кандидачӗсем.

 


Марина Карягина, Владимир Синдеев