Чӑваш кӗнеке издательстви 100 ҫул тултарнине уявларӗҫ

Автономипе пӗр вӑхӑтра никӗсленӗ пӗрлешӳре тӑрӑшакансене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Ӗмӗрхи аталану ҫул-йӗрӗ - пуян куравра. Кунта ӗлӗкхи изданисемпе пӗрлех тин кун ҫути курнӑ паха кӗнекесемпе паллашма пулчӗ. Пурӗ ҫӗр ҫул хушшинче 16 пин тӗрлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Ку пӗр енчен нумай та мар пек. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен пӗрлехи тиражӗ 131 миллионпа танлашнине пӗлсен, чӑнах та, издательство калама ҫук пысӑк ӗҫ тунине туйса илетӗн. Ӗмӗр хушшинче темӗнле самана та пулнӑ, ҫапах та предприяти яланах вӑхӑтпа тан утнӑ. Паян та аталанса пыракан пӗрлешӗве Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Кашни кӗнекене чун ӑшшине парнелесе кӑларма сунчӗ. Ӗҫре палӑрнисене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин