Чӑваш кӗнеке издательстви 100 ҫул тултарчӗ

Ӑна йӗркелес шухӑш 1917-мӗш ҫултах ҫуралнӑ. Ҫапах та ӗҫлесе кайма тепӗр виҫӗ ҫул кирлӗ пулнӑ.

Кӗнеке издательстви Чӑваш автономийӗпе пӗр ҫулта. Ҫавӑнпа республика уттипе пӗр тан пымалла пулнӑ унӑн. Кашни самана хӑйӗн витӗмне кӳнӗ. 20-мӗш ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче, сӑмахран, ытларах парти ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе ӗҫлеме тивнӗ. Тӗп аталану 70-80-мӗш ҫулсенче пулнӑ. Ӑна издательствӑн "ылтӑн вӑхӑчӗ" теҫҫӗ. Ун чухне ҫулсерен 300 - шер тӗрлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑтам тираж 13 пин экземплярпа танлашнӑ. Пурӗ вара ӗмӗр хушшинче 131 миллион кӗнеке кӑларнӑ. Хальхи калӑпӑшсем пӗчӗкрех пулин те, предприяти кал=кал ӗҫлет. Кӑҫал республика 100 ҫул тултарнине халалланӑ продукци нумай пичетленӗ.

 

Леонид Петров, Михаил Солин