Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ 

Кӑмӑл-туйӑмӗпе, характерӗпе, шухӑшлавӗпе пӗр-пӗринчен пач расна сӑнарсене такамран ӑста калӑпланӑ. Ҫавӑнпа пӗрле ӗҫлекенсене тӗлӗнтернӗ, куракансене илӗртнӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче Иван Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. 

Шупашкар районӗнчи Платка ялӗнче ҫуралнӑ Иван Иванов 1972-мӗш ҫулта Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухса тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Тӳрех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ та пурӑнас кунӗсем вӗҫленичченех тӑван сцена ҫинче вылянӑ. Сцена ҫинче пӗрле выляма тӳр килмен пулин те, ҫамрӑк актерсемшӗн те Иван Геннадьевич пултарулӑхӗ, артист ӑсталӑхӗ ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче. Сцена ҫинче тӗрлӗ роль калӑпланисӗр пуҫне вӑл республикӑри театр ӗҫченӗсен Союзне те ертсе пынӑ. 

Алиса Александрова, Леонид Петров