Чӑваш эстрада артисчӗсем концертпа Донецк республикинчи тӗрлӗ хулана ҫитсе килнӗ

Унта пурӑнакансем хӑйсем ҫак тӑнӑҫсӑр саманара пӗччен пулманнине туйса илччӗр, вӑхӑтлӑх та пулин ырӑ та лӑпкӑ пурнӑҫа таврӑнччӗр, юрӑ-кӗвӗпе чунӗсене сиплеччӗр тесе тӑрӑшнӑ вӗсем. 

Алексей Шадриков, Сергей Кувшинов, Катя Петрова, Мария Гущина, Диана юрӑҫсем, сасӑ режиссерӗ, ҫӳреве йӗркелекенсем утӑ уйӑхӗнче ҫула тухнӑ. Халиччен ҫакнашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗпе Раҫҫейрен Донбаса каякан сахал пулнӑ. Пирӗн юрӑҫсем умӗн Григорий Лепс кӑна концертпа пынӑ. "Хӑюлӑх ҫитерни, ушкӑн пуҫтарса тухса кайни - темле пысӑк, тӗлӗнмелле ӗҫ тесе шутламастпӑр. Йывӑрлӑхра ал парасси, ӑшӑ сӑмахпа та пулин йӑпатасси, ҫынсен сӑнӗнче йӑл-кулӑ ҫутасси - пирӗн тивӗҫ", - теҫҫӗ артистсем.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров