Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнче Кокель плэнерне халалланӑ черетлӗ альбома пахаларӗҫ

Ӑна мухтавлӑ художникӑн эткерлӗхне тӗрлӗ халӑхра сарас тӗлӗшпе Владимир Васильев культурологи докторӗ пухса хатӗрленӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турхан ялӗнче вӑй илсе тӗрлӗ регионпа ҫӗршыв шайне тухнӑ пленер кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ. Чӑваш ҫӗрӗнче вӑл чылай халӑхӑн ятлӑ сумлӑ ӳнерҫисене туслаштарчӗ. Хӑйне евӗр культура проектне малтанах Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ Лев Кураков академикпа Ревель Федоров художник тата Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫак ырӑ ӗҫ Турхан ялне малалла аталанса тӗрекленме ҫӗнӗ варкӑш панӑ. Ҫав ҫулсенче унта чӑвашсен профессиллӗ ӳнер искусствине пуҫаракан Алексей Кокель ячӗпе музей, ӳнер галерейисем уҫнӑ.

Турхан ҫӗрӗ Кокельсен ячӗпе чӑнласах мӑнаҫланать. Алексей Афанасьевич паллӑ ӳнерҫӗ пулнӑ пулсан, унӑн Герман шӑллӗ чӑвашсен пӗрремӗш епископӗ шутланать. Ҫак сӑваплӑ та пархатарлӑ ҫынсем Турхан ятне ҫӗршыв шайӗнче ҫӗкленӗ. Алексей Кокель ячӗпе иртекен халӑхсем хушшинчи плэнер та Патӑрьел ҫӗрӗнче Тутарстан, Мордови, Пушкӑрт, Мари республикисемпе ытти тӑрӑхри ӳнерҫӗсене пӗрлештерчӗ, тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансене искусствӑпа ҫывӑхлатрӗ.

Кокель плэнерӗнче ҫырнӑ малтанхи картинӑсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ӳнер залӗ уҫнӑ. 2010-мӗш ҫулта унта Владимир Путин президент та пулса курнӑ. Ҫакна ӗнентерекен сӑнӳкерчӗкпе ҫӗнӗ альбомра паллашма пулать. 

Владимир Васильев тӑрӑшнипе паянхи кунччен Кокель плэнерне халалланӑ 6 альбом кун ҫути курнӑ. Ырӑ ӗҫре ӑна уйрӑмах Лев Пантелеймоновичӑн мӑшӑрӗ Альбина Куракова пулӑшнӑ. Ҫапла майпа Лӑпкӑ океанран пуҫласа Брест хули таран ӗҫлесе пурӑнакан 

219 художника пӗрлештернӗ плэнер малашне анлӑланса ҫеҫ пырӗ. Ҫитес ҫул ятарлӑ курав Беларуҫ Республикинчи Витебск хулинче те иртмелле. Икӗ ҫӗршыв вӑйӗпе 20-мӗш хут пулакан юбилейлӑ плэнер вара тата та ҫӳллӗ шайра иртӗ. Ҫакна шанса культура пулӑмне ҫутатакан телерадиокомпани ертӳҫисене альбом хӑтлавӗнче кӑмӑлтан тав турӗҫ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов