Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем пӗрлехи вӑйпа сурпан хатӗрлеҫҫӗ

Республикӑра "Сурпан-пӗрле" акци пуҫланчӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Унта 26 хулапа районти маҫтӑрсем хутшӑнаҫҫӗ.

Кашни район хӑйӗн тӑрӑхри тӗрӗ уйрӑмлӑхне кӑтартса парӗ. Валентина Андреева чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне 6 ҫул каялла тӗпчеме пуҫланӑ. Халӗ вӑл тури чӑвашсен музейӗнче кружок ертсе пырать. Ачасене тӗрлеме вӗрентет. «Сурпан-пӗрле» акцие хутшӑнма сӗнсен хаваспах килӗшнӗ. 

 


Надежда Александрова, Виктор Степанов, Артур Галкин