Чӑваш Енри 6 маҫтӑр Атӑл тӑрӑхӗнчи ал ӗҫӗсен тата сувенирсен ярмӑрккине хутшӑнать

Вӑл Ӗпхӳре ҫак эрнере иртет. Унта ҫитсе килме Экономика министерстви ятарлӑ машин уйӑрса панӑ.

Хӑйсемпе маҫтӑрсем чи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене илсе каяҫҫӗ. Кашниех ҫӳреврен хӑпартланса таврӑнасса шанать. Тавар сутӑнни, паллах, кӑмӑллӑ, анчах та тӗп тӗллев хамӑра кӑтартасси, ыттисене курасси, терӗҫ маҫтӑрсем. Ӗпхӳри курав 4 куна пырать. Вӑл мӗнле иртни пирки ӑстасем хыҫҫӑн каласа кӑтартма сӑмах пачӗҫ. 

 

Надежда Александрова, Михаил Солин