Хӑйсемпе маҫтӑрсем чи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене илсе каяҫҫӗ. Кашниех ҫӳреврен хӑпартланса таврӑнасса шанать. Тавар сутӑнни, паллах, кӑмӑллӑ, анчах та тӗп тӗллев хамӑра кӑтартасси, ыттисене курасси, терӗҫ маҫтӑрсем. Ӗпхӳри курав 4 куна пырать. Вӑл мӗнле иртни пирки ӑстасем хыҫҫӑн каласа кӑтартма сӑмах пачӗҫ.
Надежда Александрова, Михаил Солин