Чӑваш Енре Владимир Агеев художника юлашки ҫула ӑсатрӗҫ

Вӑл ӳнер ӑсталӑхне ыттисем асӑрхайман хумсен шайӗнче туйса чӑн-чӑн наукӑпа танлаштаратчӗ. Чӑваш Ен Владимир Агеев художника юлашки ҫула ӑсатрӗ. Ака уйӑхӗнче вӑл 92 ҫул тултармаллаччӗ.

Владимир Иванович Елчӗк ҫумӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ҫывӑхри Посёлкӑ текен ялта ӳснӗ. Ачалӑхӗ унӑн ҫӗршывшӑн калама ҫук йываӑр вӑхӑта лекнӗ.
Ун чухне йывӑр пурнӑҫа пула ултӑ пӗртӑван амӑшӗсӗр юлнӑ. Ҫавах та ҫурма тӑлӑхсем пуҫ усман. Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ ашшӗ тепре авлансан ачасем амаҫури амӑшпе ӳснӗ. Ҫемьере тепӗр пилӗк ача хутшӑннӑ. Шкул хыҫҫӑн Владимир Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ.
Владимир Агеев ӗмӗрӗпех художник ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Живопиҫ, графика, карикатура, плакат тата ытти ӳнер енӗсенче ӑсталӑхне ӳстерсе пынӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, "Капкӑн" журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ. Тӑван халӑхӑн аваллӑхран килнӗ культурин пуянлӑхӗпе мифологине чунпа туйса ӗҫленӗ, унӑн ӑс-хакӑлне, фольклорне сӑнарланӑ. Ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене кура пысӑк хисепе тивӗҫнӗ. Вӑл шутра - Чӑваш АССРӗн патшалӑх премийӗпе Раҫҫей шайӗнчи "Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн" медаль те пур. Ӳнер пултарулӑхне вӑл уйрӑм наукӑпа танлаштаратчӗ. 
СССР ӳнерҫисен пӗрлӗхӗнче тӑнӑ май Агеев ячӗ ҫӗршыври чи сумлӑ художниксемпе пӗр ретре тӑнӑ. Унӑн ӗҫӗсене пур ҫӗрте те пысӑк хак парса хӑйне кура пурнӑҫ философийӗпе танлаштараҫҫӗ. Хӑй те вӑл халӑх асӑнче Аслӑ шухӑшлавҫӑ тата чӑн-чӑн гений пулса юлӗ. Владимир Агеева ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхӗнче - Елчӗк масарӗнче пытарчӗҫ. 

Алексей Енейкин