Чӑваш Енре тӗрленӗ карттӑсен фестивальне хатӗрленеҫҫӗ

Республикӑра ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшсенче тӗрленӗ карттӑсен ҫӗршыври фестивалӗ иртет. Вӑл иртнӗ ҫул пуҫарнӑ анлӑ проектӑн малалли ӗҫӗ. Фестивале 68 регион хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Паянхи куна Адыгея, Коми, Хакас Республикисенчи тата Омск облаҫӗнчи ӑстасем хӑйсен ӗҫне вӗҫленӗ.

Раҫҫейри регионсен тӗрленӗ карттисен фестивалӗ - чылай тӑрӑха пӗрлештерекен мӑнаҫлӑ, илемлӗ уяв пулӗ. Чи малтанах эрешленӗ ӗҫе Адыгея Республики ярса панӑ. Вӑл Краснодар тӑрӑхӗнчи пӗчӗк кӑна субъект. Ҫавӑнпа Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттинче вӑл курӑнман тесен те юрать. Халӗ вара унпа туллин паллашма пулать. Симӗс бархат ҫинче ылтӑн тата кӗмӗл ҫипсемпе наци паллисене эрешленӗ.

Омск облаҫӗн картти вара самай пысӑк пулса тухнӑ. Кунта 32 район тӗррине, ҫӗввине сӑнланӑ. Маҫтӑрсем ытларах хӗрлӗ тӗспе усӑ курнӑ. Симӗс-кӑвак ҫипсемпе вара вӑрмансене тата юрпа витӗннӗ лаптӑксене палӑртнӑ. 

Коми республикинчи ӑстасем те тӗлӗнмелле илемлӗ карттӑ хатӗрленӗ. Йывӑҫран тата тӑмран тунӑ пайсемпе усӑ курнӑ. Кунта нумай чӗр-чуна сӑнланӑ: кайӑксем, пулӑсем, тилӗ, пӑши. Хакассен картти те тыткӑнлать. Хура ҫинче ҫап-ҫутӑ тӗссемпе курӑк-чечек тӗнчине тӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑйсен ӗҫӗсене Камчатка, Калининград облаҫӗсем ярса памалла. Ҫак илемлӗхпе вара ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫӑлакан тӗрленӗ карттӑсен фестивалӗнче паллашма пулать.

Диана Иванова, Андрей Шоклев