Славян ҫырулӑхӗпе культурин кунне Раҫҫейре 1991-мӗш ҫултанпа патшалӑх шайӗнче палла тӑваҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри ял-хулара Кирилпа Мефодий вулавӗсем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелеҫҫӗ. Чиркӳсенче уяв кӗлли ирттереҫҫӗ. Наци библиотекинче 12 куна тӑсӑлакан марафон хатӗрленӗ. Кунти куравпа, информаци урокӗсемпе кирек кам паллашма пултарать. Хальхинче библиотекарьсем Электромеханика колледжӗнче вӗренекенсене ҫырулӑх историйӗ тата вӑл тӗрлӗ халӑх хушшинче мӗнле сарӑлни пирки каласа кӑтартрӗҫ.
Алена Артемкина, Владимир Синдеев