Юбилей каҫӗ "Ылтӑн сӑмахсем" спектакль сыпӑкне кӑтартнинчен уҫӑлчӗ. Залра - хӑнасем, куракансем, артистсем тата сцена ветеранӗсем. Вӗсене саламлама Культура министрӗ Светлана Каликова килсе ҫитрӗ.
Уявра ӗҫре палӑрнисене, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа сцена ҫинче тӑрӑшакансене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ. Куракансене малашне те ҫӗнӗ спектакльсемпе савӑнтарма, пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.
Кӑҫалхи фестивале ҫӗршыври 15 театр ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул тата Чӑваш автономине никӗсленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Спектакльсен ытларах пайӗ вӑрҫӑ темипе ҫыхӑннӑ пулин те, пӗчӗк куракансем пирки те манман. Костромари артистсем шӑпарлансем валли Михаил Супонинӑн "Коза-дереза" пьеси тӑрӑх лартнӑ постановка илсе килнӗ.
Чӗмпӗрти пукане театрӗ вара куракансене пурте пӗлекен тата юратакан "Муха-Цокотуха" юмахпа савӑнтарчӗ. Пирӗн артистсем аслӑ ӳсӗмри куракансем валли спектакль хатӗрленӗ. Сцена ҫине вӗсем Денис Андронов режиссёр лартнӑ "Кӗт мана" постановкӑпа тухрӗҫ.
Тӗрлӗ регионти артистсем куракансемпе Пукане театрӗнче ҫеҫ мар, Республика кунне халалласа хулари ытти лаптӑксенче те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑ тата ытларах ҫынна театр искусствипе паллашма май парать. Фестиваль вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех театр ертӳҫисем валли семинарсемпе ӑсталӑх урокӗсем те пулчӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров.