Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри социаллӑ проектӑн фестивалӗ иртрӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче "Музицирование для всех" Пӗтӗм Раҫҫейри проектӑн 2-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисемпе студентсем хӑйсен пултарулӑхне сцена ҫинче тӗрлӗ ушкӑн йышӗнче кӑтартрӗҫ.

Ку проекта 10 ҫул каялла пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ - ачасене музыка инструменчӗсемпе калама явӑҫтарасси, филармони концерчӗсене юратакансене хатӗрлесси. Культура институтне ӳнер шкулӗсенче ӑсталӑхне туптакансем, кружоксене ҫӳрекенсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе музыка уявне 300 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Пухӑннисене проект авторӗ - Игорь Красильников композитор, педагог тата пианист саламларӗ. Вӑл ятарласа Мускавран килнӗ. Шкулсенчи музыка кружокӗсем ачасемшен пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Мӗнле кӑна инструментпа каламарӗҫ ачасем - гитара, синтезатор, шӑхлич, ҫатӑрка, хуткупӑс, параппан тата ыттисем те. Концерт программинче паллӑ композиторсен произведенийӗсем тата халӑх кӗввисем янӑрарӗҫ. Хор ушкӑнӗсем вара оркестрпа пӗрле юрӑсем те шӑрантарчӗҫ. Ачасем темиҫе саспа юрласа савӑнтарчӗҫ.

Ҫамрӑк артистсене хавхалантарма ашшӗ-амӑшӗ, юлташӗсем, педагогсем пухӑннӑ. Вӗсем ачасен пултарулӑхӗпе киленсе ларчӗҫ.

Проектӑн пӗрремӗш концерчӗ 2015-мӗш ҫулта пулнӑ. Шупашкарти уяв вара ҫӗршыври 31-мӗш тӗл пулу пулчӗ. Йӗркелӳҫӗсем проекта малалла та тӑсма палӑртаҫҫӗ.

Диана Иванова, Александра Борисова, Святослав Петров