Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Тутарстанра ӳкернӗ фильмсен кунӗсем иртрӗҫ

Уява икӗ республикӑн пӗр вӑхӑта килнӗ 100 ҫулхи юбилейӗсене халалланӑ.

Ҫитес ҫул "Чӑвашкино" студине уҫнӑранпа 95 ҫул пулать. Кӳршӗллӗ "Тутаркино" вара ҫак ҫавра ҫула пӗлтӗр уявларӗ. Тус-юлташлӑ республикӑсенче пурӑнакан кино ӑстисем пӗрле чылай фестивальте хутшӑнса курнӑ. Пӗр-пӗрин кино уявӗсене йӗркелес шухӑш, шӑпах, ҫавӑн пек тӗлпулура ҫуралнӑ та. Тутарстанра ӳкернӗ фильмсен уявне ахальтен мар Туслӑх ҫуртӗнче уҫрӗҫ. Малтанах пухӑннисем регионсенчи кино аталанӑвӗ пирки калаҫрӗҫ. Ҫак искусство пуласлӑхӗнче, паллах, патшалӑх витӗмӗ пӗлтерӗшлӗ. Ятарлӑ пулӑшусӑр куракан чунне тыткӑнлакан фильмсем тума халӗ ҫӑмӑл мар. Тутарстана илес пулсан та, кино ӳкерессинче вӗсем ҫулсерен чылай курӑмла ӗҫ тӑваҫҫӗ. Уйрӑмах тӑван чӗлхине аталантарас тесе тутарла тулли тата кӗске метрлӑ илемлӗ фильмсем ӳкереҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Василий Дворников, Евгений Романов