Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑракан ушкӑн

Шупашкарти Клубсен пӗрлешӗвӗн тытӑмӗнчи "Мадригал" академи хорӗ Раҫҫей шайӗнче "Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 

Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑракан ушкӑна йӗркеленӗренпе кӑҫал 43 ҫул ҫитет. Ӑна 39 ҫул ӗнтӗ республикӑри Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӗ кунта тӗрлӗ ӳсӗмри 30-а яхӑн ҫын ҫӳрет: ҫамрӑксем те, аслӑ ӑрурисем те пур. Вӗсем ятарлӑ шкулта музыка пӗлӗвӗ илмен, врачсемпе вӗрентекенсене, инженерсемпе студентсене юрламасӑр пурӑнма пултарайманни пӗрлештерет пулас. 

Хор ушкӑнӗ сакӑр ҫул ӗҫлесенех республика шайӗнче "халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗ" ята тивӗҫнӗ. Чӑваш, вырӑс, тӗнче классики шутланакан хайлавсем, джаспа романссем, тӗрлӗ халӑх юррисем - "Мадригала" ҫӳрекенсемшӗн пӗри те ют мар. Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ертсе пыракан ансамбль республикӑра йӗркеленекен чылай ушкӑншӑн - тӗслӗх. Шупашкарта ят илнӗ юрӑҫсем хӑйсем ҫӳллӗ шайри фестивальсене хутшӑнса ӳссе пыраҫҫӗ. "Мадригал" ҫӗршыври ӑмӑртусенче те палӑрнӑ, Германире, Эстонире, Польшӑпа Чехословакире куракансене пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. 

Хор ҫумӗнче хӗрарӑмсен "Каприз" вокал ансамблӗ пур. Унӑн пуян та тӗрлӗ енлӗ репертуарӗнче - пурте кӑмӑллакан анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем. Пӗлтӗр вокал ансамбльне "халӑх коллективӗ" ят панӑ. Ҫакӑ юрламасӑр пӗр кун та пурӑнма пултарайман ҫынсене эрнере икӗ хут пӗрле пуҫтарӑнма хавхалантарать.

Марина Карягина, Анна Филиппова, Андрей Шоклев