Чӑваш Енре "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" марафон пуҫланчӗ

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшас тӗллевпе ӑна кӑҫалхипе 28-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Марафонӑн пухмачне чи малтан укҫа хывакансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулчӗ. 

28 ҫул хушшинче марафон шучӗпе нумай ӗҫ тума пултарнӑ, терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Пукане театрӗнче пухӑннисене саламланӑ май. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 6 ытла миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Ӑна тӑлӑхсене, сусӑр ачасене пулӑшма янӑ. Олег Николаев хӳтлӗх кирлисене патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑрнине каларӗ. Обществӑлла организацисем те ҫак ӗҫе хастар хутшӑннаҫҫӗ, терӗ. Республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ 4-мӗш ҫул "Аслисем ачасене" акци йӗркелет. Пӗлтӗр ун вӑхӑтӗнче 2 миллион та 400 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Унпа тӗллевлӗ усӑ курнӑ: Патӑрьелте вӑйӑ лаптӑкӗ уҫнӑ, "Асам" фестивале хутшӑнакансем валли костюмсем туяннӑ тата ытти те. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов марафон шучӗпе пухнӑ укҫана мӗнле тӑккалани пирки каласа кӑтартрӗ. Хальхинче те пулӑшӑва пӗтӗмпех ачасем валли тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме, сусӑрсене, спортсменсене хавхалантарма ярӗҫ тата ытти те. Ыр кӑмӑллӑх акцине пур хулапа округ та хастар хутшӑнать.

Марафон уҫӑлнӑ ятпа Пукане театрӗн артисчӗсем Михаил Рощинӑн хайлавӗпе лартнӑ спектакль кӑтартрӗҫ. Унта ҫемьери хаклӑхсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ: пӗр-пӗрне хисеплени, шанни тата пулӑшни. Аленапа Алеша тӗп геройсем пӗр-пӗрне курсанах юратса пӑрахаҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫепӗҫ туйӑмӗсене пурнӑҫри йывӑрлӑхсем витӗм кӳреҫҫӗ. 

Ыркӑмӑллӑх марафонӗ 7 уйӑха пырӗ. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать: организацисем кӑна мар, уйрӑм ҫынсем те. Укҫа куҫарас текенсем ятарлӑ кьюар-кодпа усӑ курма пултараҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Святослав Петров