Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем

Шупашкарта республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ентешсемпе паллаштаракан ӳнер проекчӗ пурнӑҫланать.

Шупашкарсемпе хула хӑнисем музейри картинӑсемпе урамрах паллашма пултараҫҫӗ. Паллӑ ҫынсене сӑнлакан репродукцисене ҫурт стенисем ҫине вырнаҫтарнӑ. Ӑсчахсем, космонавтсем, тухтӑрсем, спортсменсем, артистсем, вӗрентекенсем - пурте вӗсем пӗлтерӗшлӗ ӗҫсемпе палӑрнӑ, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйне евӗрлӗ курав Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать. 

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов