Республикӑри хальхи истори архивӗ Юрий Сементерӗн фончӗпе пӗрремӗш хут 1996-мӗш ҫулта пуянланнӑ, ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ управӑша ҫӗнӗ документсем панӑ. Ӗҫлӗ пурнӑҫне нумай сӑвӑҫпа, юрӑҫпа, композиторпа, ҫӗршыври чылай ҫыравҫӑпа тачӑ ҫыхӑнура ирттернӗ Сементерӗн еткерӗ анлӑ.
Куравра ҫавӑн пекех автобиографи, алҫырусем, тӗрлӗ тапхӑра сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксем пурри темрен хаклӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ хӗрринчи Танӑш ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухас умӗн ҫуралса, 4 ачаллӑ салтак арӑмӗн ҫемйинче ашшӗсӗр ӳссе тем те тӳснӗ чӑваш ывӑлӗн кун-ҫулне ӳпкелес йӑла ҫук. Ҫӗршыв умӗнче тупа тунӑ офицер паянхи кунчченех "Ялав" журналта пичетленнӗ пӗрремӗш сӑввинчи чӑрӑш пекех - ҫирӗп кӑмӑллӑ та шанчӑклӑ.
Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче калемне туптанӑ ҫамрӑка 1974-мӗш ҫулта "Ялав" журналӑн (каярах "Ялав" библиотекин" те) тӗп редакторӗ пулма сӗнеҫҫӗ, ҫак яваплӑ ӗҫре вӑл 30 ҫул пӗр улшӑнми тӑрӑшнӑ.
Юрий Семёнович хӑй умӗнхи ӑрӑвӑн, пайӑррӑн илсен Петӗр Хусанкайӑн, культура пурнӑҫӗнчи яваплӑ тивӗҫне хӑй ҫине илнӗ темелле: тӑван литературӑпа ӳнер ыйтӑвӗсемпе нумайӑшӗ анлӑ тавракурӑмлӑ сӑвӑҫ патне пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа унӑн фондне архив ӗҫченӗсем анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
30 поэмӑпа темиҫе либретто, сюита, оратори авторӗн нумай кӗнеки вулакан патне ҫитнӗ, ун сӑввипе кӗвӗленӗ ҫӗршер юрӑ халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл Пушкин, Лермонтов, Есенин хайлавӗсене, 12 ӗмӗрти авалхи вырӑс литературин палӑкне, "Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ юрра", ытти халӑх ҫыравҫисен сӑввисене, пьесисене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫакӑ-тӑр унӑн пуянлӑхӗ?
Юрий Семёнович йывӑр чире паттӑрла ҫӗнтерсе тепӗр хут ура ҫине тӑчӗ. Унӑн "офицерлӑхӗ" куллен ҫыравҫӑ сӗтелӗ хушшинче ларма вӑй-халпа хавхалану тупнинче те палӑрать.
Марина Карягина, Вадим Владимиров.