Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ячӗпе йӗркелерӗҫ

Тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ Ашмарин вулавӗсем иртрӗҫ.

Ашмарин вулавне пухӑннисем Николай Иванович тивӗҫӗсем пирки сӑмах илнӗ май, унӑн пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртрӗҫ. Тӗлпулӑва йӗркелекен гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ етӗрнесене хӑйсен архивӗнче упраннӑ Ашмаринсен ҫемйин докуменчӗсене парнелерӗ. Чӑматанра 400-е яхӑн паха материал. Институт хатӗрленӗ ҫак курав экспозицийӗ те Етӗрнери краеведени музейӗнче упранӗ. Аслӑ шкул ертӳҫи Петр Краснов хӑнасене нумай пулмасть кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекепе те паллаштарчӗ. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин