Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакансем "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" ҫырчӗҫ

Ҫут ӗҫ акцине кӑҫал Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн Ҫулталӑкне халалланӑ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем тӗрлӗ лапамра пухӑнчӗҫ.

Педагогика университетӗнче Пӗтӗм чӑваш диктантне уяв пекех хатӗрленнӗ. Ҫулсерен кунта хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсене тӑван чӗлхене юратни, унпа кӑсӑкланни пӗрлештерет. Кӑҫал ку ҫут ӗҫ акцийӗ  14-мӗш хут иртрӗ.

Диктант тексне ятарлӑ конкурс ирттерсе суйланӑ. Унта республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан 40 ҫын хутшӑннӑ. Вӑл шутра вӗрентекенсем, ача сачӗн воспитателӗсем, вӗренӳ ӗҫӗн ветеранӗсем. Акци валли Шупашкарти Алиса Миронова воспитатель халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхӗ пирки ҫырна ӗҫне суйлас алнӗ. Ӑна чӑваш наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова вуларӗ.

Пӗлӳ акцийӗ педагогика университечӗсер пуҫне Наци библиотекинче тата Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртрӗ. Ҫавӑн пекех диктанта инҫет мелӗпе -  радио итлесе ҫырма май пулнӑ. Диктант пӗтӗмлетӗвӗ ҫак кунсенче паллӑ пулӗ. Акцие хутшӑнакансене сертификат тата тав хучӗсем парса хавхалантарӗҫ.

Диана Сафонова, Святослав Петров