Чӑваш автономи облаҫӗн ҫавра ҫулне халалланӑ уявсен ярӑмӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхне ҫитрӗ

Районта ҫитес эрнекунччен "Ҫӗрҫуллӑх марафонӗ иртет". Шкулсемпе культура ҫурчӗсенче Чӑваш киностудийӗ ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ.

Ҫӗрҫуллӑх марафонне пухӑнакан хӑнасене Ҫӗмӗрлери культура ҫуртӗнче "Шанчӑк" халӑх ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Автономи облаҫӗн юбилейне хатӗрленсе вӗсем ятарласа ӗлӗкхи чӑваш юррисене вӗреннӗ. Кунтах якуртушкӑньсем тӑван халӑх пуянлӑхӗпе паллаштаракан курав хатӗрленӗ. Пӗтӗмпех хӑйсен аллипе ӑсталанӑ.

 Алексей Енейкин, Артур Галкин